Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑмах ҫумне сӑмах – пуплев (ЧХЧЭФ)

«Хӑрушӑ» грамматика

Грамматика тесен «сехре хӑпатчӗ, чӗтретчӗ пирӗн ӳтӗмӗр». Темле ытла та йывӑр ӑслӑлӑх пек туйӑнать вӑл – грамматика.
Ҫакӑн айӑпӗ грамматикинче мар, пирӗнте хамӑрта. Чи ансат ӑнлантару:
морфологи + синтаксис = грамматика.
Урӑхла каласан чӑнлӑха тӗрӗс сӑнлатса парас тӗллевпе сӑмахсене пӗр-пӗринпе сыпӑнтарса йӗркеленӗ пуплеве тӗпчекен ӑслӑлӑх.
Ӑнлантару каллех кӑткӑсланса кайрӗ…

Морфологи юмахӗ

Пурӑннӑ тет виҫӗ хӗрарӑм: нимӗҫ, вырӑс тата чӑваш. Пӗррехинче ҫаксем улах ларнӑ чух кашӑк ӳкет.
– Ар ҫын килет, – тет нимӗҫӗ.
– Хӗрарӑм, – хирӗҫлет вырӑсӗ.
Чӑвашӗ ҫеҫ нимӗн те шарламасть. Мӗншӗн?
Ку калаҫу никӗсне чӗлхере шырамалла. Кашӑк нимӗҫле ар несӗлӗн сӑмахӗ пулать: der Löffel. Вырӑс кашӑкӗ ама несӗлне кӗрет: ложка. Чӑваш чӗлхинче несӗл палли ҫук. Ҫавна май der Löffel ӳксен ар ҫын килет, ложка хӗрарӑм килессе пӗлтерет, кашӑк – пӗлтерӗшсӗр. Хӑна килессине пире кушак систерет.

Пӗррелӗх хисепӗсӗр чӗлхе

Чӑваш чӗлхинче пӗррелӗх хисепӗ ҫук. Мӗнле апла? Кун, ҫӑкӑр, юлташ – пӗррелӗх хисепӗнче мар-и?..
Ӗҫӗ кунта акӑ мӗнре. Пирӗн чӗлхере пӗррелӗхе палӑртакан ятарлӑ аффикс ҫук. Пӗлтерӗшне тӗпе хурса эпир ҫав-ҫавах пӗррелӗх хисепӗ ҫинчен калаҫатпӑр. Нумайлӑх аффиксӗ пур: -сем. Кунсем, ҫӑкӑрсем, юлташсем.
Ку ҫеҫ те ҫителӗксӗр. Чӑваш чӗлхинче тӗп падежа палӑртма та уйрӑм аффикс ҫук. Кӑтарту наклоненнийӗ пирки те ҫавнах каламалла…

Сакӑр падеж вӑл нумай мар

Эсперанто чӗлхинче икӗ падеж. Нимӗҫ чӗлхинче – тӑваттӑ. Вырӑссем ултӑ падежпа усӑ кураҫҫӗ. Чӑвашла калаҫма сакӑр падеж пӗлмелле. Сахал мар. Нумай теме те ҫук. Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр: удмурт чӗлхинче вун пилӗк падеж. Табасаран чӗлхинче – хӗрӗх виҫҫӗ…
Саккӑр хӗрӗх виҫҫӗрен пӗчӗкрех.

Падеж йӗркине вӗренетпӗр

Чӑваш чӗлхинче падеж, чӑнах та, нумай пек туйӑнать. Саккӑр таран. Ӑна астуса юлмалла вӗт-ха. Тӗп, камӑнлӑх, пару, вырӑн, туху, пӗрлелӗх, ҫуклӑх, пирке.
Тӗп падежӗ – ыттин никӗсӗ. Унӑн ыйтӑвӗ, эппин, кам, мӗн? Ҫыравҫӑ, Кӳкеҫ.
Камӑнлӑх падежӗ хӑех ыйтать – камӑн, мӗнӗн? Ҫыравҫӑн, Кӳкеҫӗн.
Пару – кама парас, мӗне? Ҫыравҫа, Кӳкеҫе.
Вырӑн падежӗ, паллах, вырӑна кӑтартать – ӑҫта е камра, мӗнре? Ҫыравҫӑра, Кӳкеҫре.
Туху – ӑҫтан, камран, мӗнрен тухать? Ҫыравҫӑран, Кӳкеҫрен.
Пӗрлелӗх падежӗ кампа, мӗнпе пӗрле пулнине ҫирӗплетет. Ҫыравҫӑпа, Кӳкеҫпе.
Ҫуклӑх япала ҫуккине кӑтартать – камсӑр, мӗнсӗр? Ҫыравҫӑсӑр, Кӳкеҫсӗр.
Тинех пирке падежӗ – кам пирки, урӑхла каласан камшӑн, мӗншӗн? Ҫыравҫӑшӑн, Кӳкеҫшӗн.
Пулчӗ те. Ятарласа падеж черетленӗвне кӑна астуса юлмалла. Сакӑр сӑмах йӗркине ӑша хываймастӑр ӗнтӗ. Тӗп, камӑнлӑх, пару, вырӑн, туху, пӗрлелӗх, ҫуклӑх, пирке.

Кулленхи пуплев хастарӗсем

Чӑваш аффиксӗ хушшинче ӑмӑрту ирттернӗ пулсан чи хастарри ятне пару падежӗн кӑтартӑвӗ тивӗҫӗччӗ: Шупашкара, чечеке. Иккӗмӗш вырӑна курмасӑр иртнӗ вӑхӑт сыпӑнчӑкӗ тухӗччӗ: вылянӑ, ҫӳренӗ. –Са аффикслӑ деепричасти виҫҫӗмӗш йӗркене ҫӗкленӗччӗ: юрласа, пӗлсе.
Малалла – камӑнлӑх падежӗ, камӑнлӑх категорийӗн 3-мӗш сӑпачӗ, нумайлӑх хисепӗ, туху падежӗ, палӑрту форми, пӗрлелӗх падежӗ т. ыт. Черечӗ вӑрӑм.

Вырӑн – местный – локатив

Тата тепӗр хут: тӗп, камӑнлӑх, пару, вырӑн, туху, пӗрлелӗх, ҫуклӑх, пирке – чӑваш чӗлхин падежӗсем.
Номинатив, генитив, датив, локатив, аблатив, комитатив, каритив, каузатив та чӑваш чӗлхин падежӗсем, анчах латинла ятлисем. Кун пек каласан пире тӗнчипех ӑнланаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи ҫинчен вырӑсла ҫырнӑ чухне вырӑсла терминсем кирлӗ: именительный, родительный, дательный, местный, исходный, совместный, лишительный, причинный.
Ҫапла майпа пирӗн чӗлхеҫӗн терминологие харӑсах чӑвашла та, вырӑсла та, латинла та асра тытмалла.
Пӗр япала кӑна лӑплантарать: чӗлхе пӗлӗвӗнче термин хисепӗ, сӑмахран, хими хутлӑхӗпе танлаштарсан, пӗчӗкрех. Химире вара ятарлӑ сӑмах икӗ миллиона яхӑн.

Хисеп-хисеп

Хӑш-пӗр чӗлхере пӗрреллӗ, иккӗллӗ тата нумайлӑ хисеп уйӑраҫҫӗ. Араб чӗлхинчех ҫапла.
Унта кӑна мар. Хальхи вырӑс чӗлхинче те иккӗллӗ хисеп йӗрне асӑрхама пулать: лыжи, брюки, сани… Ку ҫеҫ те мар. Эпир калакан ял-ял витӗр тухрӑмӑр, уйӑхӗ-уйӑхӗпе ӗҫлет, хитре-хитре хӗр тӗслӗх пирӗн чӗлхере те тахҫан авал иккӗллӗ хисеп пулнине ҫирӗплетет.
Тен, чӑнах та пулнӑ?

Виҫӗ нумайлӑх аффиксӗллӗ сӑмах

Эпӗ джинсӑсем тӑхӑнса ҫӳреме юрататӑп. Питӗ лайӑх йӗм вӑл. Хӑй вара пӗртте ансат мар.
«Джинсӑсем» чӑваш сӑмахӗн тымарӗ джинсӑ, -сем – нумайлӑх аффиксӗ. «Джинсы» вырӑс сӑмахӗн тымарӗ джинс, -ы – нумайлӑх суффиксӗ. «Джинс» акӑлчан сӑмахӗн тымарӗ джин, -с – нумайлӑх суффиксӗ. Ҫапла вара «джинсӑсем» сӑмахӑн нумайлӑха пӗлтерекен сыпӑнчӑкӗ харӑсах виҫҫӗ пулать. Тӗлӗнмелле!

Джинсӑсем пек сӑмах тата пур

Джинсӑсем пек сӑмах пирӗн чӗлхере тата пур: акӑш. Ытларах чухне ӑна шурӑ теҫҫӗ: шурӑ акӑш. Анчах «акӑш» сӑмахра шурӑ пӗлтерӗш ахалех сӑнланса юлнӑ. Пытарӑнчӑк пулнӑран эпир ӑна туймастпӑр кӑна. Тутарла «аккош» ак «шурӑ» тата кош «кайӑк» сӑмах пӗрлешӗвӗнчен пулса кайнӑ. Эпир аккош᾿а акӑш тесе йышӑннӑ та пулӑвне манса кайнӑ. Халӗ вара шурӑ акӑш теме те юрать. Акӑшӗ хури те пулать та-ха.

Ни бильмеса

Джинсӑсемпе акӑш пекки тата тепӗр тӗслӗх пур. Вырӑссем пӗлменлӗхе палӑртма «ни бильмеса» сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ кураҫҫӗ.
– Будет ли сегодня Жан Клод Ван-Дамм?
– Ни бильмеса.
Ку сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫурма тӗрӗкле, ҫурма вырӑсла. Хирӗҫлевӗ унта икӗ хут каланать: вырӑсла – ни, тӗрӗкле – бильмес. Пӗлмес-пӗлмес.

Классем сӑмахра миҫе сӑ кирлӗ?

Тӗрӗссипе, виҫҫӗ. Класс – сӑмах тымарӗ, икӗ пӗр пек сас паллипе вӗҫленет; -сем – нумайлӑх хисеп аффиксӗ: класс-сем.
Анчах кун пек чухне виҫӗ пӗр пек сас паллирен иккӗшне кӑна палӑртма йышӑннӑ: стресс – стрессӑр, кросс – кроссерен, пресс – прессем.
Эпир тӑххӑрмӗш классем пулатпӑр, физкультурӑра кроссем чупатпӑр, прессем хытаратпӑр, ҫапла майпа стрессӑр пурӑнма хӑнӑхатпӑр.
Эсир миҫемӗш классем?

Тата мӗн тӑваспӑть?

Чӑваш чӗлхинче «пул» сӑмах пур. Унӑн тӑтӑшлӑхӗ виҫесӗр пысӑк. Ытларах чухне «пулать» кӳлепи нумай тӗл пулать.
Виҫесӗр тӑтӑшлӑхне пула ку сӑмах пуплевре малтан пӗр сыпӑк таран кӗскелет, кайран аффикс вырӑнне ҫӳреме пуҫлать: пулать → пать → -пӑть / -пӗт.
Танлаштарӑр: Ман паян «Шывармань» оперӑра Николай Басковпа пӗрле юрлас пулать. – Сан ыран «Сарпике» балетра Анастасия Волочковӑпа ташлас пать. – Унӑн виҫмине Марс ҫине командировкӑна кайса килеспӗт. Ҫапла-и?

Ачаллӑрах хӗрарӑм пулмасть

Кӑвак, хитре, ӗҫчен, лайӑх, кахал – паллах, паллӑ ячӗ. Иккӗленӗвӗ ытти чухне ҫуралать. Вӑйлӑ, пултаруллӑ, ачаллӑ, культурӑллӑ, сыпӑнуллӑ япала ячӗ е паллӑ ячӗ?
Вӗсем хушшинчи чикӗ «мӗнлерех?» ыйту урлӑ иртет. Мӗнлерех? Вӑйлӑрах, пултаруллӑрах, культурӑллӑрах. Кусем паллӑ ячӗ. Ачаллӑрах, сыпӑнуллӑрах теме ҫук, ҫавӑнпа ку сӑмахсене япала ячӗ темелле.

Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать

Алексей Фролов, Шупашкар: Чӑваш автанӗ автать: «Ки-ке-ри-ки!» Кушакӗ ҫухӑрать: «Мӑй!» Сурӑхӗ макрать: «Ма-а-а!» Йытти вӗрет: «Хам-хам!» Тумли тумлать: «Пӑт-пат». Шӑнкӑравӗ шӑнкӑртатать: «Шӑнкӑр-шӑнкӑр!»
Марина Хресина, Мускав: Вырӑс автанӗ автать: «Ку-ка-ре-ку!» Кушакӗ ҫухӑрать: «Мяу!» Сурӑхӗ макрать: «Бе-е-е!» Йытти вӗрет: «Гав-гав!» Тумли тумлать: «Кап-кап». Шӑнкӑравӗ шӑнкӑртатать: «Дзинь-дзинь!»
Марика Ӳлитало, Финлянди: Финн автанӗ автать: «куккокиеккуу!» Кушакӗ ҫухӑрать: «миау!» Сурӑхӗ макрать: «бяя, мяя!» Йытти вӗрет: «хау-хау!» Тумли тумлать: «тип-тип, плоп-плоп». Шӑнкӑравӗ шӑнкӑртатать: «клинг-клинг, килинг-килинг!»
Мики Матсумото, Япони: Япон автанӗ автать: «кокекоккоо!» Кушакӗ ҫухӑрать: «пуаа!» Сурӑхӗ макрать: «мее!» Йытти вӗрет: «ван-ван!» Тумли тумлать: «пота-пота». Шӑнкӑравӗ шӑнкӑртатать: «рин-рин!»
Тӗнчи пӗр. Чӑнлӑхӗ пӗр. Чӗлхи тӗрлӗ. Чӗлхи расна та, унӑн сасӑ-чӗвӗпе шӑв-шав сӑн-сӑпачӗ те расна, тӑван чӗлхипе пӗр кӗвӗллӗ.
Любовь Мартьянова сӑвӑҫ калашле, «Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать». Чӑнах ҫапла иккен.

Ачамӑрсем – атьсемӗр

Ачамӑрсем – атьсемӗр, тӑванӑмӑрсем – тӑвансемӗр. Кун пек мӑшӑр урӑх ҫук та. Чӑваш чӗлхинче малтан камӑнлӑха палӑртаҫҫӗ – ачамӑр, тӑванӑмӑр, кайран нумайлӑха пӗлтереҫҫӗ – ачамӑрсем, тӑванӑмӑрсем. Атьсемри, атьсемӗр, тӑвансемӗр кӳлепе тутар витӗмӗпе пулӑннӑ. Тутарла «балаларыбыз» та «туганнарыбыз». Тутар ялан ҫапла калаҫать, эпир – сайра-хутра. Ӑна та, атьсемӗр, ытларах чухне юрласа:

Тӑвансемӗр, ӗҫ пӗтерсен,
Кӗрхи кунсем пуҫлансан,
Пире килсе хӑна тӑвӑр,
Килсе курма ан манӑр.
Ай, ытарма та ҫук сире…

Икӗ Мурат

Леонид Агаков. «Партизан Мурат». Ача-пӑчашӑн шутсӑр вӑйлӑ кӗнеке. Вӑрҫӑ ҫинчен. Астӑватӑп, тупса вулама ҫукчӗ. Ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗнекене черет тӑрса, каҫӑхса кайса вулатчӗҫ. Ҫыравҫи ӑна чӑвашлах ҫырнӑ. Ячӗ тӑрӑх пӑхсан вара вырӑсла пулмаллаччӗ: партизан Мурат. Чӑвашларах калас тесен Мурат партизан темеллеччӗ.
Авторӗ йӑнӑшнӑ-ши?
Микул турӑ, «Ялта» драма, Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫ, Ева Лисина ҫыравҫӑ, Надежда Воюцкая артистка…

Мичман ятлӑ мар Павлов

Шупашкарта тӑват ҫӗр урам ытла. Яковлев проспекчӗ, Ҫеҫпӗлпе Элкер урамӗ, Ехрем хуҫа бульварӗ… Мичман Павлов урамӗ те пур. Тен, Павлов мичман урамӗ?
Хуравӗ – ыйтӑвӗнчех. Мичман – ҫын ячӗ мар паллах, тинӗс ҫар флочӗн званийӗ. Тата тепӗр тӳрлетӳ: пирӗн тӗслӗхре мичман звани те мар, хушма ят.
Сергей Дмитриевич Павлов хастар чӑваш ачи пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине прапорщик пулса хутшӑннӑ, Октябрь революцине хӳтӗленӗ. Тинӗс ҫарӗпе нимӗнле ҫыхӑну та тытман. Апла пулин те тӑван халӑхӗн асӗнче вӑл Мичман ятпа палӑрса юлнӑ. Ыт ахальтен Шупашкарӑн пӗр урамне Павлов мичман ятне паман-тӑр.

Кутӑнла «вырӑс» чӗлхи

Чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхи пекех, анчах кутӑнла: «Фольксваген» машина – машина «Фольксваген», Людмила Латышева диктор – диктор Людмила Латышева, Ирина Балкова ректор – ректор Ирина Балкова, Юрий Матросов художник – художник Юрий Матросов.
Ӗненместӗр-и? Акӑ мӗн ҫырать XIX ӗмӗр ҫурринче чӑваш ӑслӑлӑхӗн классикӗ Николай Золотницкий.
Икӗ ҫын тавлашӑвӗ. Пӗри: «Странно что-то! Но хотелось бы знать, что вы скажете на счет той бестолковщины, с какою чуваши расставляют слова. Скажу одно выражение, которое я хорошо запомнил: «Сӳрьбӳ холынэ лажа ильмэ каяс тезэ окся кивзэнь ильдем». Ведь это в буквальном переводе значит: «в Цивильск город лошадь купить идти говоря деньги взаем взял я». Что же это за толк, что за порядок?»
Тӗпчевҫӗ хуравӗ: «В расстановке слов этого предложения и толк настоящий, и порядок совершенно правильный – во всем согласный с синтаксисом чувашского наречия. Объяснять подробности этого порядка было бы долго, но посмотрите, что будет, когда я стану переводить это предложение с конца: ем – я, ильд – взял, кавзэнь – взаем, окся – денег, тезэ – чтобы, каяс – отправиться, ильмэ – для по-купки, лажа – лошади, холынэ – в город, Сӳрьбӳ – Цивильск».
Ҫӗрпӳ хулине лаша ильме каяс тесе укҫа кивҫен илтӗм. – Я взял взаймы денег, чтобы отправиться для покупки лошади в город Цивильск.
Пирӗн чӗлхемӗр тӗшши тухӑҫ чӗлхин. Тухӑҫ халӑхӗсем ӑнсӑртран мар сылтӑмран сулахаялла ҫыраҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗ те ҫапла аталанать. Эпир те пуплеве вӗсем евӗр сылтӑмран пуҫласа йӗркелетпӗр. Ҫав хушӑрах пирӗн чӗлхемӗр тулашӗ анӑҫ чӗлхин. Эпир Европӑра йышӑннӑ пек сулахайран сылтӑмалла ҫыратпӑр. Акӑлчан, вырӑс, венгр пек, хамӑр «арабларах» пулсан та.

Сарӑ пӑнчӑ

Антивӑхӑт мелӗпе ҫырнӑ юмах<<
…Йытӑ ҫури чӗҫ туса ларать иккен.
Хӑрушӑ та-ха. Алли-ури чӗтрет хӑйӗн. Милиционер пистолет туртса кӑларать те пӳрт тӑррине хӑпарса каять. Милиционера чӗнсе илеҫҫӗ.
Хӑранипе вилсех каймалла. Ҫемье пӑлханма пуҫланӑ – мӗне пӗлтерет ку? Малтан пӗчӗк пӑнчӑ кӑна пулнӑ, кайран вӑл сарӑлсах-сарӑлсах пынӑ. Пӗррехинче ҫаксен маччи сарӑхма пуҫланӑ тет. Пурӑннӑ тет пӗр ҫемье.
>>Антивӑхӑт<<
Антивӑхӑт – психологсем шутласа кӑларнӑ вӗрентӳ мелӗ. Ку хӑнӑхтару ӗҫ-пуҫа каялла ҫырса кӑтартассипе ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ хӑнӑху уйрӑмах пулас ҫыравҫӑпа журналиста питӗ кирлӗ.
Антивӑхӑтпа тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ. «Сарӑ пӑнчӑ» юмаха тӗрӗс ву-лас тесен вӗҫӗнчен пуҫӑнмалла.
«Пурӑннӑ тет пӗр ҫемье. Пӗррехинче ҫаксен маччи сарӑхма пуҫланӑ тет. Малтан пӗчӗк пӑнчӑ кӑна пулнӑ, кайран вӑл сарӑлсах-сарӑлсах пынӑ. Ҫемье пӑлханма пуҫланӑ – мӗне пӗлтерет ку? Хӑранипе вилсех каймалла.
Милиционера чӗнсе илеҫҫӗ. Милиционер пистолет туртса кӑларать те пӳрт тӑррине хӑпарса каять. Алли-ури чӗтрет хӑйӗн. Хӑрушӑ та-ха.
…Йытӑ ҫури чӗҫ туса ларать иккен».

Юрламалла мар юрӑ

«Я оглянулся посмотреть, не оглянулась ли она, чтоб посмотреть, не оглянулся ли я…» Лайӑх юрра чӑвашла та юрлас килет: Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм, эсӗ ҫаврӑнса пӑхрӑн-ши тесе эпӗ ҫаврӑнса пӑхнипе пӑхманнине. Чӑвашла мар. Тен, ҫапларах куҫармалла: Эпӗ вӑл эпӗ ҫаврӑнса пӑхнипе пӑхманнине ҫаврӑнса пӑхрӗ-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм. Халӗ чӑвашларах пек, ӑнланма та пулать. Анчах предложени тытӑмӗ вырӑслинчен нумай кӑткӑсрах. Вырӑслинче хутсӑр предложенийӗсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн сыпӑнса пыраҫҫӗ: (1) Я оглянулся посмотреть, (2) не оглянулась ли она, чтоб посмотреть, (3) не оглянулся ли я. Чӑвашлисем пӗр-пӗрин ӑшне кӗрсе лараҫҫӗ: (1) Эпӗ (2) вӑл (3) эпӗ ҫаврӑнса пӑхнипе пӑхманнине (2) ҫаврӑнса пӑхрӗ-ши тесе (3) ҫаврӑнса пӑхрӑм. Матрёшка пек.
Кун пек кӑткӑс предложение юрлама ҫук ӗнтӗ. Ансатлатма пулать: Эпӗ ҫаврӑнса пӑхнипе пӑхманнине вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм.

Икӗ тӗрлӗ пӑнчӑ

Шкул вӗрентекенӗ:
– Ачасем, кирек мӗнле хайлав ячӗ хыҫҫӑн та пӑнчӑ лартмалла. Ак ҫапла:
>>«Савӑнатӑп хам чӑваш пулнишӗн» (Петр Хусанкай).
Сочинени.

Уйӑх ҫинчи хӗр.
Изложени.

Хӗле кӗрес умӗн.
Диктант.<<

Университет преподавателӗ:
– Хисеплӗ студентсем, хайлав ячӗн вӗҫне пӑнчӑ лартмаҫҫӗ. Темиҫе тӗслӗх:
>>Петр Хусанкай
«Савӑнатӑп хам чӑваш пулнишӗн»
Сӑвӑ

Уйӑх ҫинчи хӗр
Юмах

Ева Лисина
Улӑхпи
Калав<<

Хӑшне ӗненмелле? Калама та лайӑх мар, хӑш вӗрентекенӗ куҫ кӗрет суять?
Нихӑшӗ те. Шкулта вӗреннӗ чухне ят вӗҫне пӑнчӑ кирлех, шкул хыҫҫӑн – кирлӗ мар. Йӑли ҫавнашкал. Хаҫат-журнал тытса пӑхӑр, кӗнеке. Вывеска пирки манса ан кайӑр. Ниҫта та ятӗнче пӑнчӑ лартман.

Чи анлӑ пӗлтерӗшлӗ паллӑ

Пӗр чӑваш хӗрарӑмӗ тирене халалласа доктор диссертацийӗ ҫырнӑ, ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Пысӑк ӗҫ. Теми мӗне тӑрать – тире! Вӑл чи ҫамрӑк пунктуаци палли. Чи ӑнӑҫли те вӑлах-тӑр. Тире предложени вӗҫӗнчисӗр пуҫне ытти пур палла та ылмаштарма пултарать. Хӳреллӗ пӑнчӑ вырӑнне тире лартатӑн – йӑнӑш мар, авӑнчӑкпа икӗ пӑнчӑ пирки те ҫавнах каламалла.
Тирене уйрӑмах сӑвӑҫсем кӑмӑллаҫҫӗ. Тире пӑнчӑ мар, шухӑша татмасть. Тире авӑнчӑк мар, шухӑша пӗтӗрмест. Тире хӳреллӗ пӑнчӑ мар, шухӑшлава такӑнтармасть. Тире – яштака паллӑ. Унӑн пуҫламӑшӗ ҫук, вӗҫӗ те. Ҫавна пула тире шухӑша чикӗсӗр аталантарнӑн туйӑнать…
Пунктуацире тире пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ тепӗр паллӑ пур – ну-май пӑнчӑ. Ун ҫинчен чӑвашсем диссертаци ҫырман-ха.

(Йӑнӑша скобкӑна илсе тӳрлетме юрамасть)

Вӑхӑтра тӳрлетсе ӗлкӗрнӗ йӑнӑш – йӑнӑш мар. Ҫакна шута хурса хӑш-пӗр шкул ачи пӗр тикӗс шӑрҫаланӑ ҫыру ӗҫӗн илемне пӑсас мар тӗллевпе асӑрханӑ йӑнӑшне скобкӑна илсе хӑварать. Ҫапла майпа йӑнӑш ҫине йӑнӑш тӑвать.
Скобка – пӑнчӑ, икӗ пӑнчӑ, тире евӗр пуктуаци паллиех. Унпа пӗлсе усӑ курмалла. Тӗслӗхрен, ҫапла: Эпир Арнольд Шварценнегерпа (вӑл ун чухне артист кӑначчӗ) Миссисипи тӑрӑх похода ҫӳреттӗмӗр. Е тата: Мадонна каларӗ (питӗ вӑйлӑ юрӑҫ): «Шупашкара ҫитес эрнере пырса каятӑп», – терӗ.
Эпир Мадонна концертне кайса кураймастпӑр ҫав (тем пек тӑрӑшсан та), Арнольд пире черетлӗ похода чӗнет.

Ыйту палли автобиографийӗ

Эпӗ сӗм авалах Рим таврашӗнче ҫуралса ӳснӗ. Малтанах мана quaestio (квестио) тесе чӗннӗ. Ку вӑл пайӑр мар ят, ҫавӑнпа та ӑна пӗчӗкренех ҫырмалла.
Quaestio тени латинла, чӑвашла – шырав. Ӑнсӑртран мар. Ыйту палли хуравлама хистекен паллӑ-ҫке. Вӑхӑт иртнӗҫем ятӑм «qo» таран кӗскелнӗ. Кайран q паллӑ пӗкӗ пек ҫырӑнма пуҫланӑ, о вара унӑн айӗнче тӑракан пӑнчӑ пулса юлнӑ. Ҫапла иртрӗ пурнӑҫӑм.
Эпӗ Ыйту палли. Эсир Вениамин ятлӑ мар-и-ха?

Io ҫинчен

Io вӑл – кӑшкӑру! Io вӑл – савӑнӑҫ!! Io вӑл – савӑнӑҫа пӗлтерекен кӑшкӑру!!! Халӗ эпир Io латин сӑмахне кӑшкӑру палли пек ҫыратпӑр: ҫӳлте I, аялта о – !

Чӑваш ҫырулӑхӗшӗн ют паллӑ

Утаҫҫӗ-и, чупаҫҫӗ-и, пире хапӑл тӑваҫҫӗ-и?
Ҫут тӗнчере мӗн мӑнтӑр?

Чӑваш чӗлхин тытӑмне пӑхсан ку предложенисенче ыйту палли кирлӗ те мар. Пуплевӗ ыйтуллӑ пулни унсӑрах паллӑ. Кун ҫинчен пире пӗрремӗш предложенире ятарлӑ -и ыйту татӑкӗ, иккӗмӗшӗнче «мӗн» ыйту сӑмахӗ пулни пӗлтерет. Урӑх мелпе чӗлхемӗрте ыйту лартма ҫук та.
Сӑвӑҫ йӑнӑшнӑ: «Амӑшӗ чӑр пӑхрӗ: «Эсӗ?» Унӑн «Эс-и?» тесе ҫырмаллаччӗ.
Тепӗр куҫаруҫӑ та пӑртак аташса кайнӑ. Чӑваш театрӗнче Аль-фонс Доде француз драматургӗн «Юратнипе вилмеҫҫӗ» пьесине пӑхатӑп. Иккӗн калаҫаҫҫӗ. «Кам унта?» – «Фредери». – «Фредери?» Тӗрӗсрех ҫапла пулмаллаччӗ: «Кам унта?» – «Фредери». – «Фредери-и?»
Тата тӗрӗсрех те калама пулатчӗ. Виҫҫӗмӗш дубль: «Кам унта?» – «Фредери». – «Кам?»
Ӗҫӗ акӑ мӗнре. Пӗри такам килнине сисет, анчах камне пӗлмест-ха. Вӑл ыйтать: «Кам унта?» Тепри сас парать – хӑйӗн ятне калать: «Фредери». Ыйтаканни Фредерие кӗтмен. Вӑл тӗлӗнсе канӑ. Ҫавӑнпа та «Кам?» тесе ыйтма тивӗҫ.

Утаҫҫӗ-и, чупаҫҫӗ-и, пире хапӑл тӑваҫҫӗ-и.
Ҫут тӗнчере мӗн мӑнтӑр.

Капла ҫырнине хӑнӑхман эпир. Кашни предложени вӗҫне ыйту палли лартасах килет. Лартмалла та. Мӗншӗн тесен пирӗн ҫырулӑх йӑли ҫапла. Унсӑрӑн йӑнӑш пулӗччӗ.
Испан ҫырулӑхӗ тата ҫирӗпрех ыйтать. Ыйтуллӑ-кӑшкӑруллӑ предложени пуҫламӑшне те ыйту е кӑшкӑру палли лартмалла. Анчах вӑл паллӑсене пуҫ хӗрлӗ ҫырмалла. ¿Ҫапла-и? Питӗ меллӗ. Предложение мӗнле интонаципе вуламаллине тӳрех ӑнланса илетӗн.
Эпир вара хӑнӑхнӑ пек хамӑрлах ҫырӑпӑр: Утаҫҫӗ-и, чупаҫҫӗ-и, пире хапӑл тӑваҫҫӗ-и? Ҫут тӗнчере мӗн мӑнтӑр?


 
Категорисем: Чи хитре чӗлхе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-27 23:09:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5474 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем